
Акӑ, ҫак ҫӑмӑлах мар ҫулталӑк вӗҫленсе те пырать. Вӑл вӗҫнелле шуса пынӑ май, яланхи пекех эпир ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвне тӑватпӑр.
Пӗлтӗр эпир 2022 ҫула пысӑк шанӑҫпа кӗтсе илеттӗмӗр. Шел те малашлӑх епле пулассине пӗлеймен ҫав. Пӗртен-пӗр савӑнӑҫлӑ хыпар: кӑшӑлвирус пире ытлашши пӑшӑрхантарма пӑрахрӗ. Ҫук, вӑл пӗтмен-ха, сысна грипӗпе пӗрле пирӗн хушӑрах явӑнса ҫӳрет, анчах 2022 ҫул кӑтартса панӑ тӑрӑх ҫав чир ытлашшиех хӑрушах мар иккен, унтан хӑрушши те пур. Ҫавна май ун пирки шухӑшлама пӑрахрӑмӑр. Тематика улшӑнчӗ те вӑл пире хӑратма пӑрахрӗ.
2022 ҫулталӑк питӗ пӑшӑрхантараканскер пулчӗ. Пирӗн калаҫӑва «ятарлӑ ҫар операцийӗ» (чӑн-чӑн терминне МИХсене асӑнма чарса хучӗҫ), «мобилизаци» сӑмахсем кӗчӗҫ. Унтан та хӑрушраххи — «ядерлӑ хӗҫ-пӑшал» текенни. Иртсе пыракан ҫулталӑкра миҫе МИХ хупӑнмарӗ пуль? Тӗрӗссипе каласан — вӗсене хупрӗҫ темелле пуль. Шухӑшлатӑн та, чӑн тӗллевӗ Раҫҫӗйпе юнашар вырнаҫнӑ патшалӑхпа хирӗҫесси мар, 2024 ҫулталӑкра иртмелли суйлав валли информаци уйне тасатасси пырать тейӗн. Кунашкал лару-тӑрура «Чӑваш халӑх сайчӗ» хӑйне нейтраллӑ тытма тӑрӑшрӗ.

Шупашкарти ҫулсем ҫинче Хӗл Мучие тӗл пулма пулать. Вӑл водительсене хӑйӗн патакӗпе чарать те ҫул-йӗр правилисене пӑснипе пӑсманни пирки кӑсӑкланать. Ҫапла, ку Хӗл Мучи – полицейски.
Ҫак Хӗл Мучи ҫунапа мар, машинӑпа ҫӳрет. Руль умӗнче те хӑйех. Вӑл водительсене ҫул-йӗр правилисене аса илтерет, хулленрех ҫӳремелли пирки асӑрхаттарать.
Машинӑра ача пур тӑк Хӗл Мучи ӑна парне парать. Паллах, куншӑн шӑпӑрлан сӑвӑ каласа савӑнтарать.

Ҫӗмӗрле районӗнчи Пилешкассинче пӗр кил умӗ чӑн-чӑн юмаха ҫаврӑннӑ. Ҫурт гирляндӑсемпе ҫуталса кӑна тӑрать.
Унта Хӗл Мучи те, куҫа йӑмӑхтаракан тӗспе йӑлтӑртатакан пӑлан та пур. Кил хуҫисем юртан кӳлепесем те ӑсталанӑ. Чӑрӑшсене те капӑрлатнӑ.
Пӗр сӑмахпа каласан, кил хуҫисем ку илеме хӑйсем валли кӑна мар, иртен-ҫӳрен валли те тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпа Пилешкассине кӗрсен юмаха лекнӗнех туйӑнать.

Шупашкарта пурӑнакан 12 ҫулти Володя Майоров юр тасатмалли машинӑпа ярӑнса курма ӗмӗтленнӗ. Вӑл мӗн пӗчӗкренех техникӑпа кӑсӑкланать.
Унӑн ӗмӗтне РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пурнӑҫланӑ. Володя патне Хӗл мучипе Юрпике килнӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа пылак парне панӑ. Унтан КамАЗ водителӗ ачана кабинӑна лартнӑ. Ҫапла Володя юр мӗнле тасатнине паллашма пултарнӑ.
Володя хӑй те, унӑн амӑшӗ те Елена Майорова питӗ савӑннӑ. Амӑшӗ «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» питӗ лайӑх акци пулнине палӑртнӑ.

Шупашкарти 43-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус пассажирӗсен йышӗнче Хӗл Мучи пулнӑ. Вӑл салонри ҫынсене канфетпа хӑналанӑ. Лешсем вара ӑна юрӑ юрласа, сӑвӑ каласа панӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» портал пӗлтерет.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Победа» авиакомпани Хӗл Мучин тата Юр пикен тумӗпе килнӗ пассажира самолетпа тӳлевсӗрех вӗҫме ирӗк парассине пӗлтернӗ. Ку акци раштавӑн 31-мӗшӗнче пуҫланӗ те кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Тӳлевсӗр вырӑнсене пушӑ вырӑн пулсан кӑна параҫҫӗ.

Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, вырсарникун республикӑра 10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать.
Ыран ҫил вӑйланӗ, ҫумӑр тата юр ҫӑвӗ. Вырсарникун вара юр ӳкӗ. Канмалли кунсенче ӑшӑтни, юр ҫуни йӑлана кӗчӗ темелле ӗнтӗ.
Тунтикун каҫхине сивӗтме пуҫлать, термометр 12 градус таран кӑтартӗ. Юнкунччен сивӗ пулӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑтма, юр ҫума пуҫлӗ. Раштавӑн 30-31-мӗшӗсенче 0 градус патнелле пулӗ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине 10 градус сивӗ тӑрӗ.

Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ мероприятисене ирттерессипе ирттермессине, ирттерсен вӗсем епле шайра пулмаллине маларах ҫӗршыв шайӗнчи экспертсем те сӳтсе яврӗҫ. Ҫынсен яланах савӑнас килет. Сӑлтав пултӑр.
Республикӑри тата муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсенче Ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхурипе ҫыхӑннӑ 1142 мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ. Ку цифрӑна республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова нумаях пулмасть пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, мероприятисене 85 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев вара халӑх йышлӑ пухӑнакан уявсенче пушар хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗп пӑхӑнма чӗнсе каланӑ.

Раштавӑн икӗ декади нормӑран 2,2 градус сивӗрех пулнӑ. Анчах юр ахаль чухнехинчен 20 процент нумайрах ӳкнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр татах ҫӑвӗ-ха.
Ҫитес 10 кун ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулӗ. Ыран юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юрать, хальхинче пӑрлӑ ҫумӑр пулмӗ.
Ыран каҫ енне термометр 0 градус кӑтартӗ, ҫапла шӑматкунччен тӑрӗ. Ҫил вӑйланӗ. Раштав вӗҫленичченех юр ҫӑвӗ. Уйрӑмах – 22, 26 тата 29-мӗшӗсенче.
2023 ҫул пуҫламӑшӗнче сивӗтӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче юр ҫумӗ. Ҫӗнӗ ҫул кунхине 8-10 градус сивӗ тӑрӗ. Хӗллехи каникулта ӑшӑ кунсем те пулӗҫ.

Мускавра Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне вырнаҫтарнӑ. Ӑна виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш Енри ҫынсем лартаҫҫӗ.
Ку ӗҫе хутшӑнакансем - Етӗрне районӗн арҫыннисем: Иван Жержен, Алексей Баклаков, Сергей Мурзин, Алексей Мурзин, Павел Пугачев, Сергей, Владимир тата Станислав Мокеевсем. Тепри Шупашкартан: Павел Павлов.
Кӑҫал каснӑ чӑрӑш 95 ҫулта. Вӑл 27 метр ҫӳллӗш.

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче пульницӑсем мӗнле ӗҫлени паллӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен канмалли кунсем пулӗҫ.
Амбулатори тата стационар условийӗсенче графикпа килӗшӳллӗ медпулӑшу парӗҫ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче, кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче тата 7-мӗшӗнче 8-13 сехетсенче тухтӑртан пулӑшу илме май пулӗ. Вакцинаци пӳлӗмӗ те ҫав вӑхӑтрах ӗҫлӗ.
Кӑрлачӑн 3-6-мӗшӗсенче тата 8-мӗшӗнче 8-20 сехетсенче васкавлӑ медпулӑшу илме май пулӗ.
